Çĕнĕ çул уявне хатерленетпĕр.

Хальхи вăхăтра, пирĕн район администраци пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, пур ĕç коллективĕсенче те Çĕнĕ çул уявне хатĕрленес тапхăр пырать. Пирĕн ача сачĕн ĕçченĕсем те çак ĕçрен тăрса юласшăн мар, тăрăшсах чÿречесене илемлетеççĕ. Тĕрлĕрен сăнар, эрешсем вырăн тупнă кунта. Кашни ушкăн хăйне евĕрлĕ хитре!

Çĕнĕ çул уявĕ ачасемшĕн кăна мар, аслисемшĕн те асамлă самант. Çак туйăмсемпе хавхаланса, иккĕмĕш кĕçĕн ушкăнри Никита Долговăн, Катя Груздеван, Ангелина Петрован, Милана Алексееван, Артем Кошкинăн, Артем Алеметкинăн, Данил Васильевăн амăшĕсем питĕ пысăк пулăшу пачĕç. Вĕсене пурне те тав сăмахĕ каласшăн.

Ача сачĕ умĕнчен иртекен кашни çын чарăнса çак илемпе киленни вара пире пурне те савăнтарать.

Фотоотчет