Раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕнче ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ пулса иртрĕ. Ача сачĕн ертÿçи Надежда Богданова малтанах пухăвăн тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ:
- ашшĕ-амăшĕсене ачасене вĕрентес тата воспитани парас ĕç вĕрентÿ учрежденийенче мĕнле пынипе паллаштарасси;
- вĕрентес ĕçри хăш-пĕр çитменлĕхсене палăртасси, çак çитменлĕхсемпе ĕçлеме ашшĕ-амăшĕсене тĕрлĕ канашсем парасси;
- чăвашсен этнопедагогикин хăш-пĕр пулăмĕсене аса илесси, хамăр ĕçе кĕртесси.
Надежда Ивановна пĕчĕк ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пĕлнинчен килнине ăнлантарса пачĕ. Ачасене хамăр чĕлхене, историне хисеплеме, юратма вĕрентес ĕçре ача сачĕн тата кашни çемьен тачă çыхăнса ĕçлемеллине палăртса хăварчĕ.
Алена Емельянова воспитатель ертсе пынипе, аслă ушкăнри ачасем ашшĕ-амăшĕсене, чĕннĕ хăнасене хăйсен ташшисемпе савăнтарчĕç, "Пучах" юмаха выляса кăтартрĕç. Ашшĕ-амăшĕсем те тĕрлĕрен ыйтусене сÿтсе явма питĕ активлă хутшăнчĕç.